11931 | «Кӗпене сутса шыв ӗҫӗттӗм», — тесе калать тет пӑчӗк ача. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11938 | «Пӗлӗтлӗ кун манӑн хӗр те ир тӑрать», — тесе калӑрӗ тет амӑшӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12035 | «Хам ӗҫлесе хам ҫиеп», — тесе калать тет пӗчӗк ача амӑш кӑкрине тытса. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12036 | «Хам ҫисессӗн, кӑшт ҫисен те тӑраннӑ пек туйӑнать», — тесе калать тет пӗчӗк ача. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11626 | Ак час йӗме чарӑнмасан михӗллӗ тутар килет те миххине хурса каять теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11627 | Алӑ айӗнчен ачу-пӑчуна ан яр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11629 | Алри ача — ачаш ача, ҫиччӗри ача — ҫивчӗ ача, ҫиччӗрен иртсен — ака ачи. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11628 | Алри ача ал-уруна ҫыхать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11630 | Алри ача ҫиме памасть, пысӑклансан пурӑнма памасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11631 | Алри ача ҫум ҫакки. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11632 | Ама пӗр те, аҫа ӑрасна. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11633 | Ама сӗчӗпе кӗменни вӑкӑр сӗчӗпе кӗрес ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
6487 | Ама сӗчӗпе кӗменнине качака сӗчӗпе кӗрес ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11634 | Амаҫури авӑр тӗпне сиктерӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11636 | Амаҫури алли — тимӗр сӳре. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11635 | Амаҫури алли анне алли мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11637 | Амаҫури амӑшӗ ҫӑкӑр каснӑ чух та ҫӗҫӗпе йонать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11638 | Амаҫури ачашлани ал туйипе ҫапнӑ пек. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11639 | Амаҫури пусӗ, аҫаҫури ҫийӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11640 | Амаҫури ҫӑкӑрӗ армути пек йӳҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11641 | Амаҫури ҫилли амалансах тӑрать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11642 | Амаҫури те аван та, тӑван анне маларах. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11643 | Амаҫури те аванах сӑйлать: алтӑрпа парать те аврипе тӗртсе илет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11644 | Амаҫури хӗрхенет, ялан типӗ ҫитерет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11645 | Амаҫурин валӗ валеҫнӗ чух ютран тӑваншӑн алли кӗске, хӑйӗнчен тӑваншӑн алли вӑрӑм. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11646 | Амаҫурине алӑ ҫаптӑр, аҫаҫурине аҫа ҫаптӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11647 | Амаҫурине ашак постӑр, аҫаҫурине аҫа ҫаптӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11648 | Амаҫурипе ҫур ҫул пурӑнасси те ҫур ӗмӗр пурнассине тӑрать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11649 | Амӑш куҫӗ умӗнче пур ачи те чечек пек. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11650 | Амӑш пӗтмесӗр хӗр пӗтмест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11651 | Амӑш савса ҫын тунӑ, савни тытса чуптунӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11652 | Амӑш ҫумӗнче ачи шӑнмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11653 | Амӑш чӗлхипе калаҫать, ашшӗ аллипе тӑвать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11654 | Амӑш чӗри хӑй ачинчен ютшӑнмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11655 | Амӑш ылханӑвӗнчен йывӑрри ним те ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11656 | Амӑшӗ ачине ҫуратнӑ чухне ҫунат парать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11657 | Амӑшӗ ачине яланах юратать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11658 | Амӑшӗ вӗрентет йӑрӑ пулма, ашшӗ вӗрентет ӑслӑ пулма. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11659 | Амӑшӗ епле, хӗрӗ ҫапла. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11660 | Амӑшӗ йӳҫӗ ҫисен те, ачисем пылак ҫинӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11661 | Амӑшӗ пулсан ачи пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11662 | Амӑшӗн ачи яланах ача. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11663 | Амӑшӗн кӑлтӑкӗ хӗрӗнче палӑрать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11664 | Амӑшӗн ҫӗр шухӑш, хӗрӗн пӗр шухӑш. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11665 | Амӑшӗн шухӑшӗ ачи ҫинче, ачин шухӑшӗ вӑйӑ ҫинче. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11666 | Амӑшӗпе ӳсекен ача ачашрах пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11667 | Амӑшне пӑхса хӗрне ил. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11668 | Амӑшне хирӗҫ вӗрекен анчӑк кашкӑр кулли пулнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11669 | Амӑшне ылхантарса йӗртекен ыр кураймӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11670 | Амӑшсӗр ача ик хут тӑлӑх. | Атте-анне — Ача-пӑча |